Ман ятáм учитель
Пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче пиллĕкмĕш шкулта Чăваш радио корреспондечĕ Вастрюкова Г.В. тĕл пулура пулчĕ. Вăл паянхи ачасен тата вĕрентекенсен шухăш-кăмăлне, ĕçне-хĕлне пĕлес шутпа килнĕ. Калаçу вĕрентекен профессийĕ çинчен пычĕ.Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем хăйсен кăмăллакан ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Тĕл пулăва килнĕ ачасем хăйсен юратнă вĕрентекенĕсем çинчен хавхаланса каласа пачĕç, вĕсене тав турĕç.
-Учитель ĕçĕ яваплă пулин те ку шкулти вĕрентекенсемшĕн вăл юратнă професси. Паянхи пурнăçа тивĕçтерме вĕрентекенĕн ырă кăмăллă, сăпайлă, таса чунлă, çивĕч ăслă, талантлă пулмалла. Хăвăн ăс-тăнна, пултарулăхна ачасене парнелесси - сăваплă ĕç,- тесе пĕтерчĕ хăй сăмахне шкул директорĕ Айнутдинов Анатолий Леонидович.