Ĕмĕр пурăн - ĕмĕр вĕрен
Пирĕн чăваш халăхĕ пултаруллă сăмах ăстисемпе пуян. Чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче чăвашсен паллă сăвăçи - Уйăп Мишши 100 çул тултарчĕ. Çав ятпа нарăсăн 10-мĕшĕнче 5-мĕш шкул хулари пĕтĕм чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсене тата ачасене пуçтарчĕ, «Ĕмĕр пурăн-ĕмĕр вĕрен» конкурс ирттерчĕ. 11-мĕш класс ачисем Уйăп Мишши пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа пачĕç, кĕçĕннисем сăвăçăн ачалăхри пĕр тапхăрне кăтартса пачĕç. Вĕренекенсем поэтăн сăввисене илемлĕ вуларĕç.
Тĕл пулăвăн иккĕмĕш пайĕнче 8-мĕш класра вĕренекенсем хăйсен пĕлĕвне пур енлĕн вăйăра кăтартрĕç, чăваш чĕлхипе, литературăпа, тăван ен культурипе ыйтусем çине хуравларĕç. 5-мĕш шкулти ачасем чăваш юрри - ташшипе вылякансене хавхалантарчĕç. Вăйă - конкурс пурне те килĕшрĕ. «Кун пек вăйăсем ачасен тавра курăмне анлатма, ăс-тăнне, туйăмне тарăнлатма пулăшаççĕ»,- терĕç вĕрентекенсем.